12 «Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут текенни кам вара Вӑл?» – ыйтнӑ унран.
Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.
«Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут тесе мана Сыватакан хушрӗ», – хуравланӑ вӗсене ҫак ҫын.
Сывалнӑ ҫынни Вӑл кам пулнине те пӗлмен, мӗншӗн тесен Иисус ҫавӑнтах халӑх хушшине кӗрсе ҫухалнӑ пулнӑ.
Эсир Турӑшӑн тӑрӑшатӑр, анчах та ҫакна шухӑшласа тумастӑр тесе эпӗ Израиль ҫыннисене ҫирӗплетсех калатӑп.