Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 4:9 - Синодальный НЗ

9 Самари хӗрарӑмӗ Ӑна: «Епле-ха Эсӗ, Иудея ҫынни, манран, Самари хӗрарӑмӗнчен, ӗҫме ыйтатӑн?» – тесе каланӑ. Иудея ҫыннисемпе Самари ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнман пулнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 4:9
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.


Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни ашакпа пынӑ. Мӗскӗне курсассӑн вӑл питӗ шелленӗ.


Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман.


«Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем.


Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».


«Пӗлетӗр ӗнтӗ, – тенӗ вӗсене Петр, – пирӗн саккунпа иудейӑн ют халӑх ҫыннипе хутшӑнма та, унӑн кил-ҫуртне кӗме те юрамасть. Анчах та Турӑ мана пӗр ҫынна та ирсӗре е таса мара хума юраманнине уҫса пачӗ.


Халӗ вара Петр текен Симона чӗнме Иоппине ҫынсем яр. Вӑл тир тӑвакан Симон ятлӑ пӗр ҫын патӗнче, тинӗс хӗрринчи ҫуртра, хӑна пулса пурӑнать. Вӑл килсе сана каласа парӗ“.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ