8 Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.
«Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр», – тенӗ Иисус. «Пирӗн кунта пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ анчах, урӑх нимӗн те ҫук! Ҫак мӗн пур халӑх валли ҫимелли кайса туянмалла-и вара пирӗн?» – тенӗ вӗренекенӗсем.
Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.
Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман.
Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Ҫапла вара Вӑл Самарири Сихарь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ анапа юнашарах вырнаҫнӑ.
Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. «Шыв ӗҫтерсемччӗ», – тенӗ ӑна Иисус.