7 Пӗр Самари хӗрарӑмӗ шыв ӑсма пынӑ. «Шыв ӗҫтерсемччӗ», – тенӗ ӑна Иисус.
Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне Ман вӗренекенӗм пулнӑшӑн пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, вӑл илес сӑвапне ҫухатмӗ».
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ».
Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ».
Унта Иаков ҫӑлӗ те пулнӑ. Ҫул ҫинче ывӑннӑ Иисус ҫав ҫӑл патне канма ларнӑ. Кӑнтӑр вӑхӑчӗ ҫитсе пынӑ.
Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.