51 Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем.
«Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара.
Вӑл тарҫисенчен ывӑлӗ миҫе сехетсенче самайланни ҫинчен ыйтнӑ. «Ӗнер, кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлнелле унӑн сив чирӗ иртсе кайрӗ», – тенӗ лешсем.
Вара ачан ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуҫлӑх та, унӑн кил-йышӗсем те пурте Иисуса ӗненме пуҫланӑ.