50 «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, каях», – тенӗ ӑна Иисус. Унӑн сӑмахӗсене ӗненнӗ ҫын кайнӑ вара.
Унтан Иисус ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Каях, ху ӗненнӗ пек пултӑр сана». Тарҫи ҫав самантрах сывалнӑ вара.
Иисус вӗсене асӑрхасан каланӑ: «Эсир кайӑр та священниксене курӑнӑр». Вара лешсем ҫулпа пынӑ чухнех чиртен тасалнӑ.
«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
Пуҫлӑх Ӑна каланӑ: «Хуҫамӑр! Ывӑлӑм вилсе кайиччен атя-ха пирӗн пата каяр».
Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем тӗл пулнӑ. «Санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ», – тенӗ вӗсем.
Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарать, тесе шухӑшланӑ вӑл. Чӑнах та, вилес Исаака та Турӑ чӗртсе тӑратнӑ. Ҫакна Вӑл малашнехине пӗлтермешкӗн тунӑ.