39 Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.
Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Вара ҫынсем хуларан тухса Иисус патне кайнӑ.
Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».
Ҫавӑнпа Самари ҫыннисем, Иисус патне пырсан, Ӑна пӗр вӑхӑт хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».
Ҫапла вара Вӑл Самарири Сихарь ятлӑ хулана ҫитнӗ. Ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ анапа юнашарах вырнаҫнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Унӑн вӗренекенӗсем хулара пулнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫ илме кайнӑ пулнӑ.