38 Эпӗ сире хӑвӑр акман тырра вырма яратӑп. Ҫав уй-хирте пӗрисем ӗҫлерӗҫ, эсир вара вӗсемпе пӗрле вырнипех пая кӗретӗр».
Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.
Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.
Эсӗ Мана тӗнчене янӑ пекех, Эпӗ те вӗсене тӗнчене ятӑм.
Мӗншӗн тесен кунта шӑпах „пӗри акать, тепри вырать“ текен каларӑш вырӑнлӑ.
Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ.
Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
Ӗненекенсен йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ. Нумай арҫынпа хӗрарӑм Хуҫа Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ.
Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
Чикӗ урлӑ каҫса ыттисен ӗҫӗпе мухтанас шухӑш вара пирӗн ҫук. Анчах та ӗненӗвӗр ҫирӗпленсе пынӑҫемӗн сирӗн хушшӑрти ӗҫӗмӗр сулмаклӑрах пуласса шанатпӑр.