33 Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.
Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем:
Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ.
Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.
Анчах та Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Манӑн эсир пӗлмен апат-ҫимӗҫ пур».