Вӗсем, тупӑклӑх патӗнчен тавӑрӑнсан, мӗн курнине пӗтӗмпех вун пӗр апостола тата ыттисене пурне те каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартакансем – Мария Магдалина, Иоанна, Иаков амӑшӗ Мария; вӗсемпе пӗрле тата урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман.