25 Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ.
Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?»
«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте.
Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Хӗрарӑм Ун пирки «манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ» тесе ҫирӗплетнине илтсен ҫав хулари Самари ҫыннисем нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».