24 Турӑ Вӑл – Сывлӑш. Ҫавӑнпа пуҫҫапакансен те Ӑна чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалла».
Чӑн-чӑн пуҫҫапакансем Аттене чун-чӗмпе, таса кӑмӑлпа пуҫҫапмалли вӑхӑт ҫитсе пырать. Ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Атте Хӑйне ҫавнашкал пуҫҫапакансене шырать.
Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.
Хуҫамӑр вӑл – Сывлӑш; Хуҫамӑрӑн Сывлӑшӗ ӑҫта, ирӗклӗх те ҫавӑнта.
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр.
Ӗмӗрлӗх Патшине, вилӗмсӗр те курӑнми пӗртен-пӗр ӑслӑран та ӑслӑ Турра, ӗмӗр-ӗмӗр чыс та мухтав пултӑр. Аминь.