2 Тӗрӗссипе вара, Иисус Хӑй шыва кӗртмен, вӗренекенӗсем кӗртнӗ.
Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ. Унта Вӑл вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.
Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».
Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.