Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 4:15 - Синодальный НЗ

15 «Ырӑ Ҫыннӑм! – тенӗ Ӑна хӗрарӑм. – Ҫав шыва мана ӗҫтерсемччӗ, манӑн тек нихҫан та ӑшӑм ан хыптӑрччӗ, ҫакӑнта шыв ӑсма та килмелле ан пултӑрччӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 4:15
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус.


Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эсир Мана хӑватсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр.


Вара вӗсем Ӑна тархасла пуҫланӑ: «Хуҫамӑр! Пире яланах ҫав ҫӑкӑра парса тӑрсамччӗ!»


Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ – Эпӗ. Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ.


Мӗншӗн тесен ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара – Турӑ парни.


Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.


Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.


Тархасласан та – илейместӗр. Мӗншӗн тесен эсир ырӑ тӗллевшӗн ыйтмастӑр, хӑвӑр кӑмӑл туртнине ҫырлахтарасшӑн ыйтатӑр.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ