12 Пире ку ҫӑла алтса парса хӑварнӑ Иаков мӑн асаттерен те аслӑрах-им вара Эсӗ? Вӑл хӑй те, ачисем те ҫак ҫӑлтанах ӗҫсе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗхне те ҫакӑнтах шӑварнӑ».
Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑр енчи ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑрупа пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те ӑна айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур».