9 «Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим.
Мария вара ангелран ыйтнӑ: «Ку епле пулма пултарӗ-ши? Эпӗ халӗ качча та кайман-ҫке?»
Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и?
«Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултарӗ? – тӗлӗнсе ыйтнӑ Никодим. – Вӑл тепӗр хут амӑш варне кӗрсе ҫуралма та пултарать-им?»
Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать».
«Епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме парӗ?» – тесе иудейсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ.
Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?»