8 Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать».
Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
„Сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла“ тенӗ сӑмахӑмран эсӗ ан тӗлӗн.
«Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим.
Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӗрлесе килнӗ чухнехи пек сасӑ илтӗннӗ, вӗсем пухӑннӑ ҫурт шӑв-шавпа тулса ларнӑ.
Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ.
Ҫаксене йӑлтах пӗр Сывлӑш туса тӑрать; Вӑл, Хӑйне кирлӗ пек, кашни ҫыннах уйрӑм пултарулӑх парать.
Ҫын шухӑшне этемсенчен кам пӗлме пултарӗ? Ҫав ҫын ӑшӗнчи чун-чӗм кӑна пӗлеет. Ҫавнашкалах Турӑ шухӑшне те Турӑ Сывлӑшӗ кӑна пӗлет.
Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.