7 „Сирӗн ҫӳлтен ҫуралмалла“ тенӗ сӑмахӑмран эсӗ ан тӗлӗн.
Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан ҫӳлти пирки каланине епле ӗненӗр?
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
– Ҫын ӳт-пӗвӗнчен ӳт-пӳ кӑна ҫуралать, чун-чӗм вара Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралать.
Ҫил ӑҫта вӗрес тет, ҫавӑнта вӗрет. Эсӗ ҫил кашланине илтетӗн пулин те, вӑл ӑҫтан тухнине, ӑҫта кайнине пӗлместӗн. Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралнӑ кашни ҫынпах ҫапла пулать».
Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкрисем пурте Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.
Ҫутӑлӑхри Хӑйӗн еткерне, сӑваплисен еткерне, илмешкӗн пире те пая кӗртнӗшӗн савӑнса Атте Турра тав тӑвар.
Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.
Пӗр-пӗрне яланах чунтан-чӗререн юратӑр. Ӗненекен тӑванӑрсене ултавсӑр юратас тесен вара чунӑрсене чӑнлӑха пӑхӑннипе, Святой Сывлӑш пулӑшнипе тасатӑр.
Хулана таса марри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суялӑха парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ. Путекӗн пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хунисем кӑна унта кӗрейӗҫ.