4 «Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултарӗ? – тӗлӗнсе ыйтнӑ Никодим. – Вӑл тепӗр хут амӑш варне кӗрсе ҫуралма та пултарать-им?»
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Юнне ӗҫмесен, чӗрӗлӗхлӗ пулаймӑр.
Унӑн сӑмахне итлесе пӗтерсен чылай вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Ытла та йывӑр вӗрентӳ-ҫке ку! Кам ӑна ӑша хывма пултарӗ?»
Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.
Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.