Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.
Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».
Ашшӗ никама та суд тумасть. Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе суд тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне шанса панӑ. Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫав Ӑна яракан Ашшӗне те хисеплемест.
Мӗншӗн тесен Турӑ пурне те Унӑн умне ӳксе пӑхӑнмалла тунӑ. Пурне те Ӑна пӑхӑнтарнӑ тенӗ пулин те, паллӑ ӗнтӗ, пурне те Унӑн аллине панӑ Турӑ ку шута кӗмест.