31 «Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
«Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, Вӑл манчченех пулнӑ тесе каланӑччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ», – хыттӑн каласа ҫирӗплетнӗ Ун ҫинчен Иоанн.
Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар».
Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен Вӑл манчченех пулнӑ тенӗччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ.
Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла».
Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни».
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
Иисус малалла каланӑ: «Эсир – ҫӗр ҫинчисем, Эпӗ вара ҫӳлтен килтӗм. Эсир – ку тӗнчерисем, Эпӗ – ку тӗнчери мар.
Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.
Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.
Малтанхи халалӑн та Турӑшӑн ӗҫлесе тӑмалли йӑли-йӗркисем тата ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑнӗ пулнӑ.
Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.
Суя пророксем – тӗнченӗн, вӗсем тӗнче ӑнланмалла калаҫаҫҫӗ те – тӗнче вӗсене итлет.
Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.