30 Унӑн асла тухмалла, манӑн кӗҫӗне юлмалла».
Хӗр ҫураҫнӑ качча ҫеҫ кӗрӳ тееҫҫӗ. Каччӑн сассине илтекен тусӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе тӑма ҫеҫ пултарать. Ман чӗрем ҫав савӑнӑҫпа тулчӗ ӗнтӗ.
«Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ.
Павел камах вара? Аполлос камах вара? Сире Турӑ патне илсе пынӑ тарҫӑсем кӑна. Ҫак ӗҫе кашниех Хуҫа Турӑ хӑйне панӑ пултарулӑхне кура тӑвать.
Вӑл – Чиркӳ ӳт-пӗвӗн пуҫӗ. Вӑл – пуҫламӑшӗ; пур тӗлӗшӗнчен те малта пулмашкӑн чӗрӗлсе тӑнисенчен пӗрремӗшӗ.
Ҫиччӗмӗш ангелӗ трубине кӑшкӑртсан, тӳпере вӑйлӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ. «Ҫӗр ҫинчи патшалӑх Хуҫа Туррӑмӑрпа Унӑн Христосӗн патшалӑхӗ пулса тӑчӗ! Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Патша пулӗ!» – терӗҫ сасӑсем.