3 «Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.
Тата ҫакна хушса калам: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах».
Икӗ ывӑлӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурнӑҫланӑ?» «Пӗрремӗшӗ», – тенӗ Ӑна. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене, – налук пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ.
Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ.
Ҫавна курсан Иисус, ҫилленсе, вӗсене каланӑ: «Ачасене Ман патӑма ярӑр, килме ан чарӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ вӗсем пеккисемшӗн.
Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Вӗсем юнпа-ӳтпе те мар, арҫын кӑмӑлӗпе те мар, ҫӳлтен, Турӑран ҫуралаҫҫӗ.
Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хуплаймасть.
Иисус ӑна тата ҫапла каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса аннине те курӑр».
«Ҫак халӑхӑн куҫӗ суккӑрланнӑ, чун-чӗри хытса ларнӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Вӑл пире сываттӑрччӗ тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
«Ватӑлнӑ ҫын епле тата ҫуралма пултарӗ? – тӗлӗнсе ыйтнӑ Никодим. – Вӑл тепӗр хут амӑш варне кӗрсе ҫуралма та пултарать-им?»
Вӗсен, ӗненменнисен, ӑсне ҫак тӗнче турри суккӑрлатнӑ. Вӗсем Христос мухтавӗ ҫинчен калакан Ырӑ Хыпар ҫутине курмаҫҫӗ. Христос вара – курӑнман Туррӑн курӑннӑ сӑнарӗ.
Ҫапла вара, кам Христоспа пӗрлӗхлӗ, Турӑ ҫавна ҫӗнӗрен пултарнӑ. Авалхи иртсе кайнӑ, халӗ йӑлтах ҫӗнни.
Мӗншӗн тесен Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулас тесессӗн ӳт каснипе касманни ниме те пӗлтермест, пӗлтерӗшли – ҫӗнӗ ҫын пуласси.
Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.
пире Вӑл тӳрӗ ӗҫӗмӗрсемшӗн мар, Хӑй ырӑлӑхлӑ пулнӑран чӗрӗлӳ шывӗпе тасатса, Святой Сывлӑшпа ҫӗнетсе тӑчӗ.
Ҫӳлтен анакан ӑс вара чӑн малтанах – таса, унтан – татуллӑ, сӑпайлӑ, пӑхӑнуллӑ, пысӑк хӗрхенӳллӗ те ырӑ ӗҫлӗ, тӗрӗслӗхлӗ, икӗ питлӗ мар.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.
Вӑл тӳрӗ пулнине эсир пӗлетӗр пулсан ҫакна та пӗлсе тӑрӑр: кашни тӗрӗс тӑваканах Унран ҫуралнӑ; Турӑ ачи пулать.
Турӑ ачи пулма тивӗҫни ҫылӑха кӗмест, мӗншӗн тесен унӑн чун-чӗринче Турӑ акса хӑварни пур. Турӑ ачи пулнӑран вӑл ҫылӑха кӗме те пултараймасть.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Турӑ ачи пулма тивӗҫнӗ ҫын ҫылӑха кӗмест. Турӑ ачи хӑйне хӑй упраса пурӑнать, шуйттан ун ҫумне ҫулӑхаймасть.
Турӑран ҫуралнӑ кашни ҫын тӗнчене ҫӗнтерет. Тӗнчене ҫӗнтернӗ ҫав ҫӗнтерӳ хӑвачӗ – пирӗн ӗненӳ.
«Лаодики чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: шанчӑклӑ та чӑн ҫирӗплетсе калакан Аминь, Турӑ пултарнин пуҫламӑшӗ, ҫапла калать, те: