23 Иоанн та Салим ҫывӑхӗнчи Енонра шыва кӗртнӗ, мӗншӗн тесен унта шыв ҫителӗклех пулнӑ. Ҫынсем ун патне пыра-пыра шыва кӗнӗ.
Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Иудея ҫӗрне пынӑ. Унта Вӑл вӗренекенӗсемпе пӗрле пӗр хушӑ ҫынсене шыва кӗртсе пурӑннӑ.
Вӑл вӑхӑтра Иоана тӗрмене хупман пулнӑ-ха.
Урисем Унӑн шӑранса тӑракан пӑхӑр пекчӗ, сасси шыв кӗрлени пекчӗ.
Вара тӳперен шыв кӗрленӗ пек, вӑйлӑ аслати сасси пек сасӑ илтрӗм. Тата кӗслисене каласа ларакан кӗслеҫӗсен сасси пек сасӑ илтрӗм.
Каллех эпӗ йышлӑ халӑх сасси пек сасӑ илтрӗм. Ҫав сасӑ шыв кӗрлени пек, вӑйлӑ аслати сасси пек каларӗ: «Аллилуия! Пурне те тытса тӑракан Хуҫа Туррӑмӑр патшана ларчӗ!