Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 3:2 - Синодальный НЗ

2 Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 3:2
30 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн.


халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.


Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.


Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»


Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем.


Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.


Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.


Эпӗ вӗсене никам тӑвайман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан вӗсем хӑйсем ҫылӑхлине пӗлмӗччӗҫ. Халӗ вӗсем Эп тунӑ ӗҫсене курчӗҫ, пурӗпӗрех Мана та, Аттеме те кураймаҫҫӗ.


Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.


«Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.


Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».


Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.


Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп.


Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ.


Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.


«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.


Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.


Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,


Мана тӗрмене хупнӑ пирки Хуҫамӑра ӗненекен тӑвансенчен чылайӑшӗ тата хытӑрах ӗненме, Турӑ сӑмахне хӑюллӑрах та хастартарах ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫларӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ