19 Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ.
Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ.
Укҫа юратакан фарисейсем те ҫак сӑмахсене илтнӗ. Вара вӗсем Иисусран тӑрӑхласа кулма пуҫланӑ.
Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.
Ҫутӑ тӗттӗмре ҫутатать, тӗттӗм ӑна хуплаймасть.
Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.
Мӗншӗн тесен вӗсем ҫын мухтанине Турӑ мухтавӗнчен ытларах юратнӑ.
Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.
Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути».
Ҫакнашкал хӑтланса пурӑнакансем Туррӑн тӳрӗ сучӗпе вилӗме тивӗҫлине вӗсем пӗлеҫҫӗ, анчах ҫав ӗҫсене тӑваҫҫӗ кӑна мар, тӑвакансене те ырлаҫҫӗ.
кутӑннисене, чӑнлӑха пӑхӑнас темесӗр усала парӑннисене – хаярлӑхпа ҫилӗ.
Чӑнлӑха ӗненес вырӑнне суялӑха юратакансене пурне те суд кунӗнче айӑплав пултӑр тесе Турӑ ҫапла тӑвӗ.
Турӑ сӑмахне ӗненменнисене унран такӑнма пӳрнӗ.
Пуринчен те ытларах вара ҫакна пӗлсе тӑрӑр: юлашки кунсенче ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗсене мала хуракан сӗмсӗр хурлавҫӑсем тупӑнӗҫ.