13 Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха.
Вӗсене Эпӗ сире каланӑ пил-хушусене тытса пурӑнма вӗрентӗр. Эпӗ тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пулӑп». Аминь.
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
Турра никам та нихҫан та курман, Турӑ ҫинчен пире Ашшӗпе пӗрлӗхлӗ, Атте Туррӑмӑрӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пӗлтернӗ.
Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑйӗн аллине панине тата Хӑй Турӑ патӗнчен анса Турӑ патне каясса Иисус пӗлнӗ.
Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт.
Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи пирки каланине ӗненместӗр пулсан ҫӳлти пирки каланине епле ӗненӗр?
«Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни».
Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.
«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
Ку сӑмах Аттене кам та пулин курнине пӗлтермест. Турӑран Килни кӑна Ашшӗне курнӑ.
Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».
– Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан, мӗн тӑвӑр-ши эсир?
«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр.
Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама».
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Ӗненӳпе тӳрре тухасси ҫинчен вара Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ӑшӑрта: „Тӳпене ҫӗкленме кам пултарӗ?“ – тесе ан ыйтӑр». Ку вӑл: „Ҫӑлакана ҫӗр ҫине антарма“ тениех пулать.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать.