Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.
Иисус ҫапла хуравланӑ: «Хам ҫинчен Хам ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ пӗлтерни чӑн. Мӗншӗн тесен Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп. Эсир вара Эпӗ ӑҫтан килнине те, ӑҫта каяссине те пӗлместӗр.