Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 3:10 - Синодальный НЗ

10 Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 3:10
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.


– Фарисейсемшӗн ан кулянӑр, вӗсем суккӑрсене ҫавӑтса пыракан суккӑрсем. Енчен те суккӑра суккӑр ҫавӑтса пырать пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ».


Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр.


Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ.


Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.


«Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим.


Вӗсем хушшинче Моисей саккунне вӗрентекен пӗр Гамалиил ятлӑ фарисей та пулнӑ. Халӑх ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫавӑ вара канаш умне тухса тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха синедрионран илсе тухма ыйтнӑ.


Мӗншӗн тесен тулашӗнчен иудей пек курӑннипех чӑн-чӑн иудей пулаймӑн, тулашӗнчен ӳт кастарни те чӑн-чӑн ӳт кастарниех мар.


Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр.


Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ