9 Ҫыран хӗррине тухсан вӗсем кӑвайт ҫуннине курнӑ. Тӗлкӗшекен кӑвар ҫине пулӑ хунӑ иккен. Унтах ҫӑкӑр та пулнӑ.
Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Килӗсене выҫах ярсан, вӗсем ҫул ҫинче халран кайӗҫ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗри питӗ инҫетрен килнӗ».
Ҫанталӑк сивӗ пулнӑран тарҫӑсемпе чурасем вут хурса ӑшӑнса тӑнӑ. Петр та вӗсемпе пӗрле пулнӑ.
«Халӗ ӗнтӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Иисус вӗсем патнерех пынӑ та ҫӑкӑрпа пулӑ илсе тыттарнӑ.
Ытти вӗренекенӗсем, тулли сӗреке-тетелӗсене сӗтӗрсе, киммипе ҫыран хӗрне ишсе пынӑ. Пуллине вӗсем ҫырантан инҫех те мар, пӗр ҫитмӗл хӑлаҫра, тытнӑ пулнӑ.
Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ.
«Кунта пӗр ачан пилӗк урпа ҫӑкӑрӗпе икӗ пӗчӗк пулӑ пур. Анчах ҫакӑн чухлӗ халӑха вӑл ӑҫтан ҫиттӗр?»