6 «Сӗреке-тетелӗрсене кимӗрен сылтӑмарах пӑрахӑр-ха, вара кӗрӗ», – тесе каланӑ вӗсене Иисус. Ҫапла тусан туртса кӑлараймиех пулӑ кӗнӗ.
Акӑ ҫумӑр ҫуса ярать, юхан шыв ҫырантан тухать, ҫил-тӑвӑл пуҫланса каять. Хайхисем ҫав ҫурта пырса ҫапаҫҫӗ те вӑл йӑтӑнса анать, вара ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлать».
Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ.
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.