5 «Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.
Каҫ пуласпа вӗренекенӗсем Ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Кунта ҫын пурӑнман вырӑн, каҫ та пулса килет ӗнтӗ; ялсене кайса хӑйсем валли ҫимелли туянма халӑха яр».
Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ.
Хӑйӗн мухтавӗ нумай пулнӑран Турӑҫӑм сирӗн мӗн ҫитменнине Христос Иисус урлӑ парсах тӑрӗ.
Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Мӗншӗн тесен Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана пӑрахмӑп, Эпӗ сана хӑвармӑп».
Эй, ашшӗсем! Эсир чӑн малтан Пуррине пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ҫамрӑксем! Эсир шуйттана ҫӗнтернӗрен сирӗн патӑра ҫыратӑп. Эй, ар ҫулне ҫитменнисем! Эсир Атте Турра пӗлнӗрен сирӗн патӑра ҫыртӑм.
Эй, ачамсем! Юлашки вӑхӑт ҫывхарать. Антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ. Юлашки вӑхӑт ҫывхарнине эпир халӗ антихристсем нумайланса кайнинчен пӗлетпӗр.