3 «Эпӗ пулла каятӑп», – тенӗ вӗсене Петр текен Симон. «Эпир те пыратпӑр», – тенӗ ӑна ыттисем. Вара вӗсем кимӗ ҫине ларса тинӗсе тухнӑ. Анчах ҫав каҫ вӗсем нимӗн те тытайман.
Эй, тӑвансем! Эпир сирӗн патӑрта Туррӑн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ чухне епле пурӑннине астӑватӑр пулӗ. Сире чӑрмав кӳрес мар тесе эпир кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗмӗр, хамӑра хамӑр йӳнеҫтерсе пурӑнтӑмӑр.