Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:23 - Синодальный НЗ

23 Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ юлташӗсем хушшинче ҫав вӗренекенӗ нихӑҫан та вилмест текен сас-хура сарӑлнӑ. Анчах та Иисус ун пирки нихӑҫан та вилмест тесе каламан, «Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» тесе ҫеҫ каланӑ пулнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:23
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ Ҫӳлти Ашшӗн мухтавӗпе, ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.


Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.


Унта эпир ӗненекен тӑвансене тӗл пултӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче эрнелӗхе юлма ӳкӗте кӗртрӗҫ. Вара тин эпир Рима кайма тухрӑмӑр.


Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанчӑклӑ, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ тата ӑслӑ ҫичӗ ҫынна суйлӑр. Ҫак ӗҫе туса пыма вӗсене шанса парӑпӑр.


Ӗнтӗ эсир ҫав ҫӑкӑра ҫимессерен, ҫав куркана ӗҫмессерен Хуҫамӑр тепре киличченех Вӑл вилни ҫинчен хыпарлатӑр.


Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.


Эй, тӑвансем! Ҫапла вара Хуҫамӑр киличчен чӑтӑмлӑ пулӑр. Ҫӗр ӗҫченӗ паха тыр-пул туса илмешкӗн мӗн чухлӗ кӗтнине асра тытӑр: вӑл кӗрхи ҫумӑра та, ҫурхи ҫумӑра та чӑтӑмлӑн кӗтет.


Эпӗ пыриччен вара эсир халиччен мӗне тытса пынӑ, ҫавнах тытса пурӑнӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ