Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:2 - Синодальный НЗ

2 Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:2
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,


Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ.


Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн».


Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».


Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»


Тепӗр икӗ кунран Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ. Унта Иисусӑн Амӑшӗ те пынӑ.


Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.


«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.


Ҫапла вара Вӑл каллех Галилейӑри Кана хулине, Хӑй шывран хӗрлӗ эрех тунӑ ҫӗре пынӑ. Капернаумра патшан пӗр улпучӗ пурӑннӑ, унӑн ывӑлӗ чирлӗ выртнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ