19 Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра.
Кам хӑйӗн асап хӗресне йӑтса Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫав Мана тивӗҫлӗ мар.
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Ҫак сӑмахсемпе Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилессе систернӗ.
Ҫапла Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилесси ҫинчен малтанах калани пурнӑҫланнӑ.
Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ».
«Эпӗ ӑна Хам тепре киличченех пурӑнтарас тетӗп пулсан та, сана мӗн ӗҫ? – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Эсӗ Ман хыҫҫӑн пыракан пул».
Ҫакна хытӑ кӗтетӗп. Эпӗ хам намӑса юлмасса, сӑмахӑма хӑюллӑн та тӳррӗн каласса шанатӑп. Ҫапла майпа – пурӑнӑҫӑмпа та, вилӗмпе те – Христос ман ӳт-пӗвӗм урлӑ халӗ те, яланхиллех, чаплӑланӗ.
Мӗншӗн тесен чунӑм часах кӗлеткемрен уйӑрӑлса каясса эпӗ пӗлетӗп – ҫакна мана Иисус Христос Хуҫамӑр уҫса пачӗ.