Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:18 - Синодальный НЗ

18 Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:18
8 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑйсен хуҫине кӗтсе хатӗр тӑракан чурасем телейлӗ! Чӑн калатӑп сире: хуҫи тавӑрӑнӗ те пилӗкне ҫыхса вӗсене сӗтел хушшине лартӗ, вӗсене хӑналӗ.


«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяс тетӗн?» – ыйтнӑ Петр текен Симон Иисусран. «Эпӗ каяс ҫӗре эсӗ халӗ пыраймӑн, – тенӗ Иисус, – анчах та каярахпа Ман хыҫӑмранах пырӑн».


Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.


Ҫак сӑмахсене Иисус Петр мӗнле вилессе, вилӗмӗпе те Турра мухтава кӑларасса систерсе каланӑ. «Ман хыҫҫӑн пыракан пул», – тенӗ унтан Вӑл Петра.


Пирӗн пата кӗрсен вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑйӗн алли-урине ҫыхса лартрӗ. «Мана Святой Сывлӑш ҫапла калать, – терӗ вӑл унтан. – Ҫак пиҫиххи камӑн, ҫавна иудейсем Иерусалимра ҫапла тытса ҫыхӗҫ те урӑх халӑх ҫыннисен аллине парӗҫ».


Эпир ҫав ӳт-пӳлӗх хӳшши пусса тӑнипе тертленсе ахлататпӑр. Эпир ӳт-пӳлӗхе хывса пӑрахасчӗ теместпӗр, ун ҫийӗнчен тӳпе тумтирне тӑхӑнасчӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вилӗмлине хуплатӑрччӗ тетпӗр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ