Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:17 - Синодальный НЗ

17 Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:17
40 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.


Чухӑнсем сирӗн яланах пулӗҫ, Эпӗ яланах пулас ҫук».


Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».


«Мана юрататӑр пулсан Манӑн пил-хушусене пӑхӑнса пурӑнӑр.


Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.


– Ӗнтӗ эпир Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑнине куратпӑр. Эпир ҫӑвар уҫичченех Эсӗ Хӑвӑнтан мӗн ыйтасса пӗлетӗн. Ҫавӑнпа Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр».


Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.


Иисус, Хӑйӗнпе мӗн пуласса йӑлтах пӗлсе тӑрса, вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: «Кама шыратӑр?»


Чӑн-чӑнах калатӑп сана: ҫамрӑк чухне эсӗ ху тумланаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн. Анчах та ватӑлсан, аллусем лӑштӑрах кайсан, сана урӑххи тумлантарӗ те каяс килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ».


«Кайса упӑшкуна чӗн те кунта кил», – тенӗ ӑна Иисус.


«Хуҫамӑр! – тенӗ вӗренекенӗсем кӗлтуса. – Эсӗ кашнин чӗрине витӗр курса тӑратӑн, ҫак иккӗшӗнчен пӗрне, Ху суйласа илнине, кӑтартсамччӗ.


Виҫӗ хут ҫапла пулчӗ, унтан каллех пӗтӗмпе пӗлӗте ҫӗкленсе кайрӗ.


Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ.


Эпир вара таса чунпа ҫакна калатпӑр: ҫынсемпе, уйрӑммӑнах сирӗнпе, эпир пӗр чеелӗхсӗр, Турра юрӑхлӑ пек уҫӑ кӑмӑллӑ пултӑмӑр; этем ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ ырӑлӑхӗпе пурӑнтӑмӑр. Ҫавӑншӑн эпир мухтанатпӑр.


Туррӑн Святой Сывлӑшне ан хурлӑр, ҫылӑхран тӳлесе илес кун валли сире Святой Сывлӑш пичечӗпе паллӑ тунӑ.


Эппин, уншӑн савӑнӑр. Халӗ тем тӗрлӗ тӳсме тивет пулин те, кӑштах кулянса илӗр те, савӑнӑр.


Савнӑ тӑвансем! Ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп. Шухӑшӑрсем таса пулччӑр тесе хамӑн ҫырусенче эпӗ сире ҫакӑн пирки аса илтерсех тӑратӑп:


Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.


Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, айӑплатӑп. Ҫавӑнпа чунна ҫунтар, ӳкӗн.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ