Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:16 - Синодальный НЗ

16 Иисус унран тата тепӗр хут ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус ӑна каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:16
18 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Эсӗ те, Вифлеем, Иуда ҫӗрӗ, Иудӑн аслӑ хулисенчен нимӗнпе те кая мар: мӗншӗн тесен санӑн ҫыннусенчен Ҫулпуҫӗ тухӗ, Вӑл Манӑн халӑхӑн, Израиль халӑхӗн, Кӗтӳҫи пулӗ“».


Ун умне вара пур халӑхсем те пухӑнӗҫ. Вӑл вӗсене, кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, уйӑрӗ.


«Эпӗ вӑл Ҫынна пӗлместӗпех», – тупа тусах туннӑ каллех Петр.


Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.


Вара ҫав хӗрарӑм чура Петра каланӑ: «Эсӗ те Ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» «Ҫу-ук», – тавӑрнӑ Петр.


Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.


Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.


Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.


Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,


Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.


хӑвӑра шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвне пӑхӑр, сыхлама хушнӑран мар, чун хушнипе тата Турра юрӑхлӑ сыхлӑр. Пуяс тесе мар, ӗҫе тӗплӗн тӑвас тесе тӑрӑшӑр.


Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ