Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 21:15 - Синодальный НЗ

15 Ҫисе ларнӑ чухне Иисус Петр текен Симона каланӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» «Юрататӑп, Хуҫамӑр! – тенӗ Петр. – Эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху та пӗлетӗн». Иисус вара ӑна каланӑ: «Манӑн путекӗмсен кӗтӳҫи пул».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 21:15
49 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.


«Телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, мӗншӗн тесен сана ҫав чӑнлӑха этем мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ.


«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ яланах шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.


«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.


«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.


Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.


Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар».


ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.


«Хуҫамӑр! Мӗншӗн мана халӗ Сан хыҫӑнтан пыма юрамасть? Эпӗ Саншӑн чунӑма пама та хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.


мӗншӗн тесен эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать.


«Ҫиме килӗр», – тенӗ вӗсене Иисус. Ку Иисус пулнине пӗлсе вӗренекенӗсенчен пӗри те Унран: «Эсӗ Кам?» – тесе ыйтма хӑйман.


Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ вара Петра ҫапла каланӑ: «Ку – Хуҫамӑр вӗт-ха!» Петр текен Симон, ҫарамасскер, «Ку – Хуҫамӑр» тенине илтсен, ҫи-пуҫне пилӗк тавра ҫыхнӑ та шыва сикнӗ.


«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр.


Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.


Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп.


Хавшак ӗненӳллӗ ҫынна хӑвӑр йыша илӗр, анчах та ӑна шухӑшӗсемшӗн ан ӳпкелӗр.


Пирӗн, вӑйлисен, хамӑршӑн кӑна тӑрӑшмалла мар, хавшак чунлисен ҫитменлӗхӗсене те каҫарма пӗлмелле.


Ӗнтӗ эсӗ пӗлни халсӑр тӑванна пӗтермелли сӑлтав пулӗ. Христос ӑна ҫӑлас тесе вилнӗ вӗт-ха.


Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Иисус Христос Хуҫамӑра ӗмӗр-ӗмӗр юратакансене пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.


Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,


Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.


Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.


ҫӑлӑнӑҫ илмешкӗн ӳссе ҫитеесчӗ тесе, кӑкӑр ачисем пек, чун-чӗмӗн таса сӗчӗ патне туртӑнӑр.


Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.


Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар.


Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.


Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ