14 Ҫапла майпа, вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑннӑ.
Кайран Иисус ҫав ӗненменнисенчен иккӗшне, вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче урӑх сӑн-сӑпатлӑ пулса курӑннӑ.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл.
Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!»
Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ.
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.