Ҫавӑн чухне вӗренекенӗсем тавӑрӑннӑ та Иисус Самари хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнинчен тӗлӗннӗ. Ҫапах та вӗсенчен пӗри те «Эсӗ хӗрарӑмран мӗн ыйтрӑн?» тесе те, «Мӗн ҫинчен калаҫрӑр?» тесе те ыйтман.
Анчах Вӑл пур ҫынна та курӑнмарӗ, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерме Турӑ малтанах суйласа илнӗ ҫынсене – пире анчах курӑнчӗ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн эпир Унпа пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр.