9 Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.
Иисус вӗсене хуравланӑ: «Эсир Ҫырнине те, Турӑ хӑватне те пӗлмен пирки аташатӑр.
Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?»
Анчах та ҫак сӑмаха вӗсем ӑнланман. Иисус калани вӗсемшӗн пытарӑнчӑк пулнӑран вӗсем ӑна пӗлеймен, Хӑйӗнчен вара ҫавӑн ҫинчен ыйтма хӑранӑ.
Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗренекенӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене аса илнӗ. Вара Ҫырнинче каланине те, Иисус каланӑ сӑмахсене те ӗненнӗ.
анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ.
Ҫырнинче каланӑ пекех, Ӑна пытарнӑ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑнӑ.