8 Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, ҫаксене курсассӑн вӑл Хуҫамӑр вилӗмрен чӗрӗлнине ӗненнӗ.
Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Эпӗ сана смоква йывӑҫҫи айӗнче куртӑм“, – тенипех эсӗ Мана ӗнентӗн. Эсӗ унтан та ытларах курӑн-ха».
«Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене.
Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».
Иккӗшӗ те пӗрлех чупма пуҫланӑ пулин те, леш вӗренекенӗ, Петртан хытӑрах чупса, Иисуса пытарнӑ вырӑна маларах ҫитнӗ.