5 Вӑл шӑтӑкран пӗшкӗнсе пӑхнӑ та пирсем выртнине асӑрханӑ. Ҫапах та хӑй шала кӗмен.
Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ.
Мария тупӑклӑх умӗнче йӗрсе тӑнӑ. Ҫапла йӗре-йӗрех вӑл ҫӗр хӑвӑлне пӗшкӗнсе пӑхнӑ.
Иккӗшӗ те пӗрлех чупма пуҫланӑ пулин те, леш вӗренекенӗ, Петртан хытӑрах чупса, Иисуса пытарнӑ вырӑна маларах ҫитнӗ.
Петр текен Симон та ун хыҫҫӑн чупса ҫитнӗ. Вӑл тупӑклӑха кӗнӗ те унта Иисус ӳтне чӗркенӗ пирсем