30 Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус тата нумай хӑватсем туса кӑтартнӑ пулнӑ. Ку кӗнекере вӗсем пирки ҫырман.
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.
Иисус татах тем те пӗр тунӑ. Ҫавсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас пулсан, ҫырнӑ кӗнекесем тӗнчене те шӑнӑҫаяс ҫук тесе шутлатӑп. Аминь.
Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ.
Ҫырнинче авалах мӗн каланине пире ӑс памашкӑн ҫырнӑ: эпир, Ҫырнинче тӳсӗмлӗхпе лӑплану тупса, шанчӑка ҫухатмастпӑр.
Ҫаксем пурте малашлӑх сӑнарӗсем пулнӑ. Пире, тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакансене, ӑса кӗртмешкӗн ҫав тӗслӗхсем ҫинчен ҫырса хӑварнӑ та ӗнтӗ.
Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр.