29 Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».
Куҫӑрсем курнӑран, хӑлхӑрсем илтнӗрен эсир телейлӗ.
Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.
Вара тупӑклӑх патне маларах ҫитнӗ вӗренекенӗ те шала кӗнӗ, ҫаксене курсассӑн вӑл Хуҫамӑр вилӗмрен чӗрӗлнине ӗненнӗ.
«Тӗрлӗ паллӑсем, хӑватсем курмасӑр эсир ӗненекен марччӗ-ҫке», – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус.
эпир хамӑр куҫ мӗне курнипе мар, чунӑмӑр мӗне ӗненнипе пурӑнатпӑр –
Ӗненӳ шанчӑка тултарать, курӑнманнине те курӑнмалла тӑвать.
Ӗненӗве пула вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑрах Египетран тухса кайнӑ. Ӑна, Курӑнманскере, курнӑ пекех, Моисей Унӑн ирӗкне ҫирӗп пурнӑҫланӑ.
Турӑ вӗсен ӗненӗвне ырланӑ, анчах та сӑмах парса шантарнине вӗсем кӗтсе илеймен.
Хӑвӑр курман Христоса эсир юрататӑр; халӗ те, курмасӑрах, Ӑна ӗненетӗр, калама ҫук хӗпӗртесе, савӑнмаллипех савӑнатӑр.