27 Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»
«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».
Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук».
Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ.
«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус.
Ҫапла каласан Иисус вӗсене Хӑйӗн алли-урине, аякне кӑтартнӑ. Хуҫамӑра курсан вӗренекенӗсем питӗ савӑнса кайнӑ.
«Эпир Хуҫамӑра куртӑмӑр!» – тенӗ ӑна ытти вӗренекенӗсем. «Пӑталасан суранланнӑ аллисене, аяк пӗрчисене тытса пӑхмасӑр ӗненместӗпех!» – тенӗ Фома ыттисене.
«Хуҫам тата Туррӑм!» – теме ҫеҫ пултарнӑ Фома.
Саккун каярахпа килнӗ, ҫавна пула ҫылӑх нумайланнӑ. Ҫылӑх нумайлансан вара Турӑ ырӑлӑхӗ татах нумайланнӑ.