26 Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!»
Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана кӑна Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл.
Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ.
Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»
Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!
Ҫав вырсарни каҫах, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑранипе хӑйсем пуҫтарӑннӑ пӳрт алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, вӗсем хӑйсем хушшинче Иисус тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» – тенӗ Вӑл.
«Канӑҫлӑх пултӑр сире! – саламланӑ вӗсене Иисус тепӗр хут. – Ӗнтӗ Аттем Мана сире вӗрентме янӑ пекех, Эпӗ те сире ыттисене вӗрентме яратӑп».
Ҫавӑнтан кайран Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене Тивериада тинӗсӗ патӗнче каллех курӑннӑ. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртнӗ.
Ҫапла майпа, вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут курӑннӑ.
Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.