23 Эсир камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн каҫарӑнмӗҫ».
Эпӗ сана Ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли алӑкӑн уҫҫине парӑп. Эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чарӑн, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗне чармӑн, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ».
Чӑн калатӑп сире: эсир ҫӗр ҫинче мӗне чарӑр, ҫавӑ тӳпере те чаруллӑ пулӗ. Ҫӗр ҫинче мӗне чармӑр, ҫавӑ тӳпере те ирӗклӗ пулӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус вӗсем ҫине вӗрнӗ те ҫапла каланӑ: «Манран ҫак Святой Сывлӑша йышӑнӑр.
Ӑна ӗненекенсен Унӑн ячӗпе ҫылӑхӗсем каҫарӑнассине мӗн пур пророксем те ҫирӗплетсе каланӑ».
Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.
Эсир Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе пуху пуҫтарӑр, чун-чӗмпе унта эпӗ те пулӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн кунӗ ҫитсессӗн ҫав ҫыннӑн чунӗ ҫӑлӑнтӑр тесен, эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗпе ҫав ҫынна, ӳт-пӗвне вилесле асаплантарма, шуйттан аллине парӑр.
Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй.
Ҫавнашкаллисем хушшинче – Именейпе Александр. Эпӗ вӗсене, Турра хурласа калаҫма юраманнине пӗлччӗр тесе, шуйттана патӑм.